город Новочебоксарск Чувашской Республики

Çĕнĕ завод çĕнĕ хăват парĕ

image #2065Ĕнер Шупашкарта Раççей Федерацийĕн регионсен аталанăвĕн министрĕ Виктор Басаргин пулнă. Ведомство ертÿçин тĕллевĕ - республикăра пурнăçлакан инвестици проекчĕсенчен хăшĕ-пĕринпе паллашасси.

Улатăр хулине çула тухнă май Михаил Игнатьевпа Виктор Басаргин федерацин “Таса шыв” тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн тăвакан шыв объекчĕсенче пулнă. Сăмах май, çакна пурнăçламашкăн Чăваш Ен бюджетне 467,5 млн тенкĕ куçарнă. Ăна Вăрнар поселокĕнчи шыв пăрăхне /вăл пахалăхлă шывпа 10 пин çынна тивĕçтермелле/ тата Патăрьел, Шăмăршă тата Комсомольски /пĕр пайĕ/ районĕсенчи пĕрлехи кăткăс комплекса хута яма хываççĕ.

Улатăрта Чăваш Ен Президенчĕпе Минрегион пуçлăхĕ комбикорм заводне уçма хутшăннă. 721,9 млн тенкĕлĕх инвестици проекчĕ монохулан экономика шайне çĕклемешкĕн пысăк витĕм кÿрĕ. Предприятин генеральнăй директорĕ Владимир Ермолаев пĕлтернĕ тăрăх - унта 150 çынна ĕçе вырнаçтарма пулать, вĕсем Итали оборудованине алла илĕç: хальхи техникăна туянмашкăн 283 млн тенкĕ ытла тăкакланă.

Çĕнĕ производствăна хута янă ятпа Улатăрсене саламланă май регионсен аталанăвĕн министрĕ çакна палăртнă: “Раççей тыр-пул рынокĕнче хăйĕн ятне-сумне тавăрма пултарчĕ, çавăнпа та çĕнĕ предприятие ĕçе кĕртни паллă пулăм шутланать. Çакнашкал производствăсем çурални хула пурнăçĕн шайне çĕклет, шалăва ÿстерме май парать. Шăпах кун пек объектсенче паян çĕр-шывăн агропромышленноç комплексĕ вăй илет ĕнтĕ”.

Республика пуçлăхĕ асăннă предприяти хулашăн кăна мар, Чăваш Еншĕн те пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. “Улатăрти комбикорм заводне уçасса хамăр хутлăхри ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансемпе пĕрлех кÿршĕ регионсен - Мордва, Чĕмпĕр тăрăхĕсен - аграрийĕсем те кĕтрĕç. Объект республикăра ăнăçлă пурнăçланакан “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе килĕшсе тăрать,” - пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.

Палăртма кăмăллă: Улатăрта халĕ индустри паркĕ йĕркелес енĕпе тăрăшаççĕ, ăна çĕклемешкĕн 3,2 млрд тенкĕлĕх инвестици килет. Малашлăхлă проектсенчен пĕри - “Улатăрти сăрт-ту комбиначĕ”. Чăваш Ен Президенчĕпе Минрегион пуçлăхĕ унăн строительствине çитсе курнă. Халĕ кунта котлованти çĕр ĕçĕсене туса пĕтернĕ, фабрикăн производство корпусĕн никĕсне хывнă. 2012 çул вĕçленнĕ тĕле пĕрремĕш черет строительствине вĕçлесе кварц хăйăрне пуянлатмалли производствăна йĕркене кĕртмелле тата строительствăн типĕ хутăшĕсене кăларма тытăнмалла. Хула администраци пуçлăхĕ Михаил Марискин пĕлтернĕ тăрăх - проекта пурнăçлама 2367 млн тенкĕлĕх инвестици хываççĕ. Комбинатра 608 ĕç вырăнĕ йĕркелĕç. “Кантăк производстви республика экономикишĕн çĕнĕ отрасль шутланать. Предприяти Улатăрпа пĕрлех Çĕмĕрле, Пăрачкав, Шăмăршă, Йĕпреç районĕсене аталантармалли хăват пулса тăрĕ”, - тенĕ Михаил Игнатьев Минрегион пуçлăхĕпе пĕрле завод строительствин генеральнăй подрядчикĕпе курнăçнă тата проекта хута ярассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă май.

Раççей министрĕн Виктор Басаргинăн ĕçлĕ çул çÿревĕ Çĕнĕ Шупашкарти «Çÿхе пленка» технологи никĕсĕ çинче хĕвел модулĕсем тăвакан заводра малалла тăсăлнă. Унăн проект хăвачĕ - çулталăкра производствăра питĕ кирлĕ пĕр миллион ытла модуль хатĕрлесе кăларасси. Тулли хăватпа çитес çулхи иккĕмĕш кварталта ĕçлеме тытăнать. Виктор Федорович строительство объекчĕпе паллашнă хыççăн Швейцарири Oerlikon компанин представителĕсемпе тата производствăпа технологи пайĕн ертÿçисемпе канашланă. Унтан «Керамика» компанин акрил ваннăсем кăларакан заводăн логистика центрне çитсе курнă. Шупашкарти Çамрăксен бульварĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансемпе курнăçнă.

Юлашкинчен массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе тĕл пулнă, вĕсен ыйтăвĕсене хуравланă.





"Хыпар"
13 октября 2011
00:00
Поделиться
;