город Новочебоксарск Чувашской Республики

Хурал шанчăклă!

Çак кунсенче РФ ШĔМĕн Çĕнĕ Шупашкар хулинчи пайĕн, ведомство тулашĕнчи хурал пайĕн, патрульпе пост службин, ПАИ уйрăмĕн ĕçченĕсем, ыттисем Çĕнтерӯ тӯремĕнчи гарнизон разводне кăсал пуçласа пухăнчĕç.

Полицейскисене химиксен хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Сироткин саламларĕ. Вăл хулан йĕркелĕх хуралçисене служба тивĕçĕсене тӯрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн тав тунă май саккунлăх хуралĕнче ăнăçусем сунчĕ.

Кунтах преступленисене уçса парас, йĕркелĕхе сыхлас енĕпе палăрнисене премипе хавхалантарасси çинчен калакан хушăва вуласа пачĕç. Унтан тĕрĕслев пулчĕ – сотрудниксен çумра полицейски удостоверенийĕ пурри-çукки таранах.

Хула полицийĕн пуçлăхĕ Сергей Павлов çапла палăртрĕ: «Эпир полици ĕçне уçăмлă тăвасшăн, гарнизон развочĕ ку енĕпе пулăшма тивĕç. Кунта хулара пурăнакан кашни çын йĕркелĕхе тивĕçтерекенсене пурне те курма пултарать». Вăл йĕркелĕх хуралçисене дисциплинăна, саккуна çирĕп пăхăнма хушрĕ, хăйне пăхăнса тăракансене служба тивĕçĕсене пурнăçлама ăсатрĕ.

Çакнашкал мероприятисене уйăхсерен ирттерме палăртнă. Унта ШĔМĕн общество канашĕн представителĕсемпе ветеранĕсене те чĕнĕç.



"Хыпар"
27 августа 2011
00:00
Поделиться
;