город Новочебоксарск Чувашской Республики

Энергетика комплексĕн аталанăвне сÿтсе явнă

Ĕнер ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Пермьре Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи Канашăн черетлĕ ларăвне хутшăннă. Ăна Григорий Рапота ирттернĕ. Ларура федерацин Атăлçи округĕн энергетика комплексне аталантармалли малашлăха сÿтсе явнă.

Григорий Рапота çитес çулсенче федерацин Атăлçи округĕнче электроэнергипе усă курасси çулталăкне 2,3-2,8 процент ÿсесси çинчен каланă. Çав вăхăтрах хăватсене 1,5-2 процента çити ÿстерме пăхнă. Çавна май, Г.Рапота сăмахĕсем тăрăх, электроэнерги дефицичĕ пулма пултарĕ. Полпред шухăшĕпе, çак ыйтăва энергие перекетлесе, сетьсене модернизацилесе, генераци эффективлăхне ÿстерсе татса пама пулать.

Хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен пуçлăхĕ çакна палăртнă: Пĕтĕм Раççей энергетика промышленноçĕн наука тĕпчев тата проект институчĕн кăтартăвĕсене, çавăн пекех федерацин Атăлçи округĕн субъекчĕсенче энергипе тивĕçтернине тата энергоэффективлăха тишкернине пăхсан Чăваш Енре кашни çын пуçне электроэнергипе усă курни чи пĕчĕк шайра, энергоэффективлăх пысăк. Çакна та шута илмелле: хальхи вăхăтра республика энергетики производство тата электроэнергипе усă курнин калăпăшĕ тăрăх шайлашуллă.

«Республикăра энергетика политикин тĕп тĕллевĕсем - потребительсене энергипе пĕр кăлтăксăр тивĕçтересси, энергетикăна ку чухнехи технологисемпе оборудовани никĕсĕ çинче модернизацилесси», - тенĕ Президент. Республикăра «экономикăна аталанăвăн энергоэффективлă çулĕ çине куçарма» нормативлă тĕп документсем йышăннă. Çак документсене пурнăçласа республикăн тата муниципалитетăн бюджет организацийĕсене энергипе шыв тăкакланине шута илмелли приборсемпе тивĕçтернĕ. Республикăра «Çĕнĕ Шупашкар - энергоэффективлă хула» проект пурнăçа кĕрет, «РусГидро» АУОпа пĕрле энергие перекетлемелли центр йĕркеленĕ, Чăваш патшалăх университетĕнче çулталăк ытла ĕнтĕ энергоэффективлăх центрĕ тата энергетика тĕпчевĕсем ирттерме приборсемпе коллективпа усă курмалли центр ĕçлеççĕ.

Энергоэффективлăха ÿстересси çинчен каласа Михаил Игнатьев республика бюджет сферинче тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра ку чухнехи условисенче энергоэффективлăхпа энерги перекетлессин мониторингĕн тытăмне малтисен шутĕнче тĕрĕслесе пăхма хатĕр пулнине палăртнă. Энерги перекетлемелли технологисене промышленноçра, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра ĕçе кĕртес тĕллевпе Раççейпе Германи хушшинчи RUDEA энергетика агентствипе çыхăну тытас ыйтăва пăхса тухаççĕ.

Республика пуçлăхĕ Çĕнĕ Шупашкар хули федерацин «Энергоэффективлă хула» программине кĕме пултарнине каланă.

Лару вăхăтĕнче регионсен пуçлăхĕсем энергетика отрасльне модернизацилес ыйтусене Энергетика министерствин, генераци тата сеть компанийĕсен представителĕсемпе сÿтсе явнă. «ФСК ЕЭС» АУО правленийĕн председателĕ Олег Бударгин федерацин Атăлçи округĕнче электроэнергипе ытларах усă курма пуçлани компанисене пысăк инвестици программисене пурнăçлама хистенине палăртнă. Энергетика отраслĕн компанийĕсене регион влаçĕсен пулăшмалла пулĕ, уйрăммăн илсен, энергетикăна аталантармалли паха схемăсем йышăнма тивĕ.

Юлашкинчен Григорий Рапота пăхса тухакан тема питех те пĕлтерĕшлĕ пулнине тепĕр хут аса илтернĕ.

Канашăн çитес ларăвĕ авăн уйăхĕнче Саратовра иртет.




"Хыпар"
28 июня 2011
00:00
Поделиться
;