город Новочебоксарск Чувашской Республики

«Рубениуспа» алла-аллăн

Михаил Игнатьев Президент «Рубениус» компанин директорсен канашĕн председателĕпе Клаус Рубениуспа тата компанин Раççейри генеральнăй представителĕпе Александр Яковлевпа курнăçнă Тĕл пулăва çавăн пекех Олег Макаров премьер-министр, вице-премьерсем - Стройминпа Экономика аталанăвĕн министерствин пуçлăхĕсем Александр Гончаровпа Иван Моторин хутшăннă.

«Рубениус» - кăткăс энергетика тытăмĕсем валли оборудованипе приборсем кăларакан паллă компани. Унăн продукцийĕпе, технологийĕсемпе нумай çĕр-шывра усă кураççĕ. Чăваш Ен Президенчĕпе ирттернĕ тĕл пулура республика территорийĕнче энерги перекетлемелли технологисене ĕçе кĕртес ыйтусене сÿтсе явнă. Хăнасем палăртнă тăрăх пирĕн региона суйласа илни ăнсăртран мар. Республика реле тăвас, реле хÿтлĕхĕ енĕпе чăннипех лидер шутланать. Раççейри чи лайăх контроллерсене кунта туса кăлараççĕ.

Клаус Рубениус И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ертÿçисемпе курнăçни çинчен каласа панă: «Унта ĕçлекенсем - электроэнергетикăри чăн профессионалсен команди. Çавăнпа та эпир студентсене инноваци проекчĕсем хатĕрлемешкĕн грантсемпе пулăшма хатĕр. Çавăн пекех вĕсен тĕпчев ĕç-хĕлне те спонсор пулса пулăшма пултаратпăр. Эпир университет студенчĕсемпе аспиранчĕсене Данири офисра тата предприяти филиалĕсенче практикăра пулмашкăн май пама хатĕр».

Тепĕр утăм - ЧПУпа килĕшÿ алă пусни. Ун çине таянса çÿлерех асăннă ĕçсене пурнăçа кĕртĕç. «Рубениус» компанин пысăк проекчĕсен шутĕнче - Чăваш Енре анлăн туса кăларакан реле хÿтлĕхĕн продукцийĕ.

«Пысăк пĕлтерĕшли - пирĕн патăрта Пĕтĕм Раççейри реле тăвас ĕçĕн наука-тĕпчев институтне упраса хăварни, - тенĕ Президент. - Вăл - ăс-хакăл центрĕ. Ученăйсем, тĕпрен илсен çамрăксем, çĕннине шухăшласа тупаççĕ, продукци туса кăлараççĕ». Михаил Игнатьев компани представителĕсене «Регионсем - чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курава хутшăнма чĕннĕ. Çак форум Республика кунне халалланă мероприятисен ретĕнче, çĕртме уйăхĕн 23-26-мĕшĕсенче иртет.

Рубениус господин энерги перекетлес енĕпе Чăваш Енпе алла-аллăн ĕçлес кăмăлне палăртнă: «Эпир сире интереслĕ идейăсем сĕнме пултаратпăр. Дание таврăнсан кунти тĕл пулусене пĕтĕмлетĕпĕр, каялла татăклă сĕнÿсемпе таврăнăпăр».



"Хыпар"
09 июня 2011
00:00
Поделиться
;