город Новочебоксарск Чувашской Республики

Испани çывăхланать, туслăх çирĕпленет

Тĕнчери рынока ваннăй таварĕсемпе тивĕçтерсе тăракан «Roca» компани ĕнер Раççейре акрил тата гидромассаж ваннисем туса кăларакан пĕрремĕш завода хута ячĕ. Предприяти Çĕнĕ Шупашкарта вырнаçнă. Вăл малашне «Jira» тата «Santek» суту-илÿ маркисемпе тавар туса кăларĕ.

Савăнăçлă лару-тăрăва ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев, «Roca» компанин Раççейри директорĕ Антонио Линрес, Испани Королевствин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Хуан Антонио Марк Пужоль хутшăнчĕç.

- «Roca» компанин Раççейри улттăмĕш завочĕ пулчĕ ку. Вăл пулăшнипе эпир сирĕн çĕр-шывпа хамăр хутшăнусене лайăхлататпăр, туслăха çирĕплететпĕр, рынока таварсемпе тивĕçтеретпĕр. Эпир Раççейĕн социаллă, культура, экономика пурнăçне хастар хутшăнатпăр, - терĕ Антонио Линарес господин.

- Завода хута яни пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, - терĕ Михаил Игнатьев Президент. - Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем пулаççĕ, налук бази пуянланĕ. Инноваци таварĕ рынокра хăйĕн вырăнне хăвăрт тупĕ. Энергетика, газ службисем хăйсен тивĕçне чыслă пурнăçларĕç. Испанин Чăваш Республикинче ятарлă площадка пулĕ. Производствăна аталанма пур енлĕ услови туса парăпăр.

Завода 2009 çулхи утă уйăхĕнче тума тытăннă, строительствăна кăçал çу уйăхĕнче вĕçленĕ. Пĕтĕмĕшле лаптăк 10 пин тăваткал метр. Предприяти çулталăкра 10 пин - акрил, 3600 гидромассаж ваннисем туса кăларма палăртать. Малашне акрил ваннисен çĕнĕ тĕсĕсене ĕçе кĕртесшĕн, душ кĕмелли вырăн, карă туса кăларасшăн.

«Roca Group» компани - тĕнчере ваннăй валли кирлĕ хатĕрсен мĕн пур тĕсне туса кăларакан пĕртен пĕр холдинг. Унăн 135 çĕр-шывра представительство пур, 71 завод ĕçлет, вĕсем 22 пин çынна пĕрлештереççĕ.

Компани Испанире Рока хушаматлă пĕр тăвансене пула 1917 çулта никĕсленнĕ. Вăл малтанах чукун радиаторсем туса кăларнă. 1925 çулта чукунтан ваннăсем тума тытăннă, каярах санитари керамики çине куçнă.

2004 çултанпа Раççей рынокĕнче холдингăн уйрăлса тухнă предприятийĕ «Roka Pyc» ООО ĕçлет.

Паянхи кун тĕлне пирĕн çĕр-шывра «Roca Group» компанин 6 заводĕнче 2500 çын вăй хурать. Тосно /Ленинград облаçĕ/, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар тата Воротынск /Калуга облаçĕ/ хулисенче санитари керамики туса кăлараççĕ. 2011 çулхи çу уйăхĕнче Мускав облаçĕнчи Давыдово поселокĕнче ваннăй валли сĕтел-пукан тăвакан завод ĕçлеме тытăннă. Улттăмĕшĕ вара ĕнер Çĕнĕ Шупашкарта уçăлчĕ.

Предприятин тĕллевĕсем пысăк. 2013 çул тĕлне 207 млн тенкĕлĕх тавар туса кăларасшăн.

2015 çулта санитари керамики туса кăларакан 15 пин тăваткал метрлă хушма завод хута каймалла. Ун валли 40 млн евроран кая мар инвестици хывмалла. Чĕр таварпа Европа тивĕçтерĕ.

* * *

Ĕнер ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев «Рубениус» компани представителĕсемпе тĕл пулнă. Тĕплĕнрех - çитес номерте.



"Хыпар"
08 июня 2011
00:00
Поделиться
;