город Новочебоксарск Чувашской Республики

Искусство шкулĕн – уяв

Çĕнĕ Шупашкарти ачасен искусство шкулĕ уçăлнăранпа 35 çул çитрĕ

Чăн малтанах вăл химиксен хулинчи 6-мĕш номерлĕ вăтам шкул çумĕнче ĕçлеме пуçланă. Ун чухне ӯнер искусствипе балет ташшисен кружокĕ йĕркеленнĕ. 1977 çулта искусствăсен шкулĕн статусне илсен музыка, хореографи, ӯнер, каярах хор уйрăмĕсем йĕркеленсен ачасем профессионал шайĕнче вĕренме пуçланă.

Шкулăн 11 уйрăмĕнче халĕ 1200 ытла çын пĕлӯ илет, 60 ытла преподаватель вăй хурать. Çулсерен вĕсем кашни ачан талантне анлăлатса пултарулăхра хайсен вырăнне тупма пулăшаççĕ.

2007 çулта ку шкул Пĕтĕм Раççейри «Ачасен искусство шкулĕсем – Раççей патшалăхĕн пуянлăхĕ» конкурс кăтартăвĕсемпе искусствăсен чи лайăх 100 шкулĕ йышне кĕнĕ. 2000 çултанпа ăна Пĕтĕм Раççейри «Хĕрарăм – шкул директоре – 2010» конкурс çĕнтерӯçи Ольга Петрова ертсе пырать.

Уяв каçне пухăннисене ЧР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Фошин, Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Матвеев тата ыттисем саламларĕç, пултаруллисене Хисеп тэта Тав хучĕсемпе, чаплă парнесемпе чысларĕç.

Искусство шкулĕнче вĕренекенсем куракансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.



"Хыпар"
04 июня 2011
00:00
Поделиться
;