город Новочебоксарск Чувашской Республики

ХУЛАСЕНЕ ПĔРЛЕШТЕРНИ - СТРАТЕГИ ПĔЛТЕРĔШЛĔ

Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансем 2008 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче икĕ хулана пĕрлештерессипе çыхăннă шухăш-кăмăлне палăртĕç. Çак куна Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн /879/, 2008.01.15/ тата Çĕнĕ Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн /39-1/, 2008.01.11/ йышăнăвĕсемпе сасăлав кунĕ тесе палăртнă.

Суйлавçăсем «Эсир Шупашкар хулине тата Çĕнĕ Шупашкар хулине пĕр хула округне - Шупашкар хулине - пĕрлештерме хирĕç мар-и?» ыйтăва хуравлĕç. Çак ыйтăва влаç çыннисем, специалистсем мĕнле хуравланă пулĕччĕç-ха?

В.П.АРТЕМЬЕВ, Çĕнĕ Шупашкар хула администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ:

- Икĕ хулана пĕрлештернин паха енĕ чылай тата çакă пĕлтерĕшлĕ вун-вун тĕллеве пурнăçа кĕртме май парать. Чăваш Ен историйĕнче пĕрремĕш хут мегаполис никĕсленни транспортăн пĕрлехи инфратытăмне аталантарма, пĕтĕмĕшле коммуникаци кунран-кун сиксе тухакан йывăрлăхсене тухăçлăрах, кĕске вăхăтра татса пама пулăшать. Паянхи çитменлĕх мĕнре-ха? Наука-техника, инноваци, производство никĕсĕ шутланакан Шупашкар тата Атăлçин чи пысăк энергетика, хими тата строительство центрĕ пулса тăракан Çĕнĕ Шупашкар уйрăм хуласем пулнăранах çак вăй-хăватпа туллин усă кураймаççĕ.

Пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă хуласене пĕрлештерессине татса пама вăхăт çитрĕ. Ку енĕпе чылай ĕç пурнăçланă, тĕрлĕ йышăну тунă. Сăмахран, хула чиккине палăртнă. Малашнехине халăх татса парĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн, сасăлава списока кĕртнĕ суйлавçăсен 50 проценчĕ хутшăнмалла. Сасăлакансен 50 проценчĕ тата пĕр çын хулана пĕрлештерессине ырларĕ тĕк ыйтăва туллин татса панă тесе йышăнма юрать.

Ю.Н.ИСАЕВ, Шупашкар хула администраци пуçлăхĕн çумĕ:

- Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар хулисен вăй-хăватне пĕрлештерни пулас муниципалитет пĕрлешĕвĕн, çав вăхăтрах пĕтĕмĕшле республикăнне те, инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерме май парать. Çĕнĕ “хула агломерацийĕ” тавра çĕнĕ йышши инженери тата транспорт коммуникацийĕсенчен тăракан çурт-йĕр, социаллă инфратытăм объекчĕсем ытларах хута кайĕç. Çавна май электроэнерги тата ăшă парса тăракан промышленоç предприятийĕсен вăй-хăвачĕпе тухăçлăрах усă курма май килĕ. Анлă малашлăх алăкĕсем яриех уçăлнăран Раççей регионĕсенчен кăна мар, ют çĕршывсенчен те килнĕ пысăк ăсталăхлă специалистсем пирĕн тăрăхрах тымар ярĕç.

Кунсăр пуçне Шупашкар хулин çĕрĕсене тахçанах “уçса” пĕтернĕ. Икĕ хула хушшинчи çĕрсене вара укçа-тенкĕ хывнин тухăçлăхĕ куç кĕрет: кунта хулан тĕп пайĕнчи предприятисене куçарма е çĕнĕрен çĕклеме те пулать. Çĕнĕ хулан экономика ÿсĕмĕ пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантармалли хушма никĕс пулса тăрать - халăхăн тупăшĕ мĕн чухлĕ пысăкрах, пулăшу сферинчи организацисен /парикмахерски, кафе, лавкка т.ыт.те/ ĕç-хĕлĕ те çавăн чухлĕ анлăрах. Хальхи вăхăтра Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисен инфратытăмне аталантарассипе çыхăннă чылай инвестици проектне - сăмахран, “Биологи мелĕпе тасатакан сооруженисем”, “Шупашкар - Çĕнĕ Шупашкар хулисен хушшинче транспорт /троллейбус/ çыхăнăвне йĕркелесси” - ĕçлеттерсе яма вăхăт çитрĕ. Асăннă хуласен укçи-тенкине, çавăн пекех çак тĕллевпе бюджет тулашĕнчен уйăрнă çăл куçсене пĕрлештерни республикăшăн социаллă пĕлтерĕшлĕ çак проектсемпе çыхăннă кăткăс ыйтусене татса пама пулăшĕ. Икĕ хулана пĕрлештерни, паллă ĕнтĕ, территорие пĕрлехи планпа аталантарма условисем туса парать.

А.В.СКВОРЦОВ, Мускав çул-йĕр институчĕн Атăлçи филиалĕн директорĕн пулăшуçи:

- Хуласене пĕрлештермеллех! Çапла тума пурнăç хăй ыйтать. Ку енĕпе тĕрлĕрен шутлакан пур. Пĕрисене, сăмахран, пулас хулан тăршшĕ килĕшмест. Эпĕ Раççейĕн вун-вун хулинче пулса курнă. Сăмахран, Петропавловск-Камчатский, Саратов хулисен тăршшĕ 20 çухрăмран та иртет. Çакă япăх-и вара? Хула ятне улăштарнипе тата ыттипе çыхăннă тăкаксем пысăк пуласси канăçсăрлантарать теприне. Ман шухăшпа, хуласене пĕрлештернĕрен килекен тупăш çав тăкаксенчен вун-вун хут нумайрах пулĕ. Пуçарăва çул памаллах. Акă пулас чикĕсемпе Шупашкар районĕнче пурăнакансем те, Çĕнĕ Шупашкар çыннисем те килĕшеççĕ. Иккĕленместĕп: аслă ăру çыннисем те Çĕнĕ Шупашкара никĕсленĕ чух çак шухăшах тĕпе хунă.

Г.П.МАТВЕЕВ, Чăваш Республикин ШĔМ çумĕнчи Шупашкар хулин кĕтмен инкексен бюровĕн пуçлăхĕ:

- Хуласене пĕрлештересси - истори пĕлтерĕшлĕ ыйту. Тепĕр саманта палăртса хăварас килет: иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче эпĕ пĕчĕк ача кăна пулнă. Аслисем спутник-хулана /ун чух унăн ячĕ çукчĕ-ха/ ĕçлеме каятчĕç. Кунта химкомбинат, ГЭС евĕр пысăк объектсене хута яни те ăнсăртран мар. Çав вăхăтрах, ахăртнех, икĕ хулана пĕрлештерме шухăш тытнă.

Çĕнĕ хула инвестицие те явăçтарĕ, çурт-йĕр те çĕкленĕ, инфратытăм аталанĕ, ĕç вырăнĕсем пулĕç. Вăй питти арçынсен мĕншĕн Чăваш Ен тулашĕнче ĕçлемелле? Кунтах вĕсем валли ĕç пулĕ, çавна май хамăрăн экономика вăй илĕ, пурнăç шайĕ те çĕкленĕ. Мускаври ĕçтешсен шухăшне палăртмасăр та хăварас килмест. Вĕсем каланă тăрăх, Шупашкар - илĕртÿллĕ хула. Çакă пирĕн ăста ертÿçĕсем, ĕçлеме пултаракан халăх пуррине çирĕплетет. Апла тăк истори пĕлтерĕшлĕ çак çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртмеллех.



"Хыпар"
05 февраля 2008
00:00
Поделиться