город Новочебоксарск Чувашской Республики

Обращение главы администрации г. Новочебоксарска Валерия Андреева по итогам выборов

Дорогие новочебоксарцы!

 

Благодарю вас за доверие, оказанное мне на выборах главы города. 16 октября на избирательные участки пришли 38,5% граждан,  более 70 % из них поддержали мою кандидатуру. Я рассматриваю это как одобрение моих действий на посту главы города и как поддержку планов администрации на ближайшую перспективу.

      Обещаю помнить о взятых на себя обязательствах и твердо идти к нашей общей цели – процветанию Новочебоксарска и благополучию всех его жителей. Впереди – кропотливая упорная работа, и  я рассчитываю на вашу помощь и поддержку. Убежден - сообща мы добьемся успеха во всех наших делах на благо родного города!

 

 

Хаклă Çĕнĕ Шупашкар çыннисем!

Хула Пуçлăхĕн тата хула Пухăвĕн депутачĕсен суйлавĕ иртсе кайрĕ. Эпир суйлава тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр. Пирĕн хуламăрта суйлава суйлавçăсен вăтăр саккăр тулли те пилĕк проценчĕ хутшăнчĕ. Вĕсенчен çитмĕл ытла проценчĕ манăн кандидатурăшăн сасăларĕ.
Мана хула Пуçлăхĕ пулма шаннă суйлавçăсене питĕ пысăк тав сăмахĕ каласшăн.
Суйлава хутшăннисенчен чылайăшĕ манăн кандидатурăшăн сасăланине:  эпĕ: паллах:   юлашки виçĕ çул хушшинче Хула администраци Пуçлăхĕ пулнă вăхăтри ĕçе-хĕле халăх пысăк хак пани тесе шутлатăп. Çавăнпа пĕрлех: Çĕнĕ Шупашкар çыннисем хула администрацийĕн малаллахи утăмĕсемпе килĕшнине кăтартать çакă.
Эпĕ хам çине илнĕ яваплăха яланах тỹрĕ кăмăлпа туса пырасса шантарса калатăп. Малашне пире татах та пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем кĕтеççĕ.
«Пĕрлĕхре вăй!» - теççĕ халăхра.  Эпĕ сирĕнпе пĕрле   килĕштерсе ĕçлесе хулан юлашки çулсенчи экономика аталанăвне малашне те çирĕплетессе: халăхăн пурнăç шайне ỹстерессе  шанатăп.

 

Глава г. Новочебоксарска

                  Валерий  Андреев.

 

 

 



18 октября 2005
00:00
Поделиться
;