Çĕнĕ Шупашкарсем палăрнă
ЧР Социаллă политика министерстви 2002 çул кăтартăвĕсемпе республикăри чи лайăх социаллă учрежденисене палăртнă. Халăха социаллă хÿтлĕх парассипе ĕçлекен управленисен хушшинче Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн управленийĕ мала тухнă.
Çак хулари «Çемьене тата ачасене социаллă хÿтлĕх центрĕпе» «Социаллă пулăшу центрĕ» учрежденисем те хăйсен номинацийĕсенче çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Çак тата мала тухнă ытти учрежденисене ЧР Социаллă политика министрĕ П.С.Краснов социаллă пулăшу сферинче тăрăшса ĕçленĕшĕн Дипломсем парса хавхалантарнă.