Глава Чувашии Михаил Игнатьев поздравляет с Днем российской печати и Днем чувашской печати

Хисеплӗ журналистсем, Чӑваш Енӗн пичетпе массӑллӑ

информаци хатӗрӗсен ӗҫченӗсемпе ветеранӗсем!

Сире Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗсен ячӗпе саламлатӑп!

Чи ҫутӑ та пӗлтерӗшлӗ пулӑмсене туллин сӑнласа парса эсир Чӑваш Республикин хальхи вӑхӑтри летопиҫне ҫырса пыратӑр. Сирӗн ӑсталӑхӑра пула республикӑра пурӑнакансем ку чухнехи ҫивӗч те тулли тата тӗрӗс информацие вӑхӑтра илсе тӑраҫҫӗ, ҫакӑ вӗсене пурнӑҫри лару-тӑрӑва тивӗҫлипе хаклама май парать. Эсир ҫынсен ыйтӑвӗсене кирлӗ ҫӗре ҫитеретӗр, хӑвӑр хатӗрлекен статьясемпе сюжетсенче пурне те хумхантаракан ҫивӗч ыйтусене хускататӑр тата вӗсене татса парассине тивӗҫтеретӗр.

Сирӗн тупӑшу хутлӑхӗнчи пархатарлӑ ӗҫӗре пурнӑҫлама пысӑк яваплӑх, васкавлӑх тата ҫӳллӗ шайри ӑсталӑх кирлӗ. Чӑваш журналистики пахалӑха яланах тӗп вырӑна хурать, профессири чи лайӑх йӑла-йӗркене асра тытса пурнӑҫпа тан утать.

2020 ҫулта Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине чаплӑн паллӑ тума хатӗрленетпӗр. Ҫавна май эсир Чӑваш Ен халӑхӗн ят-сумне ҫӳлерех ҫӗклес, унӑн историйӗпе культурин еткерлӗхне анлӑрах сарас, ҫамрӑк ӑрӑва хамӑрӑн ҫирӗп йӑла-йӗркемӗрпе кӑмӑл-сипет никӗ­сӗсем ҫинче пӑхса ҫитӗнтерес ӗҫе пысӑк тӳпе хывасса шанса тӑратӑп.

Республикӑра пурӑнакан ҫынсемшӗн влаҫ органӗсемпе массӑллӑ информаци хатӗрӗсен хушшинчи уҫӑ калаҫу малалла та ҫаплах усӑллӑ пулӗ тесе шутлатӑп.

Сире пӗтӗм чунтан хӑвӑрӑн пултарулӑхӑр вӑй-халне туллин уҫса пама, ӗҫре ӳссе пыма, халӑха кӑсӑк тата вӑл ыйтакан хайлавсемпе тивӗҫ­терсе тӑма, мӗнпур пуҫарура ӑнӑҫулӑх сунатӑп! Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх тата пур тӗрлӗ ырлӑх, тиражсем йышланса, рейтинг кӑтартӑвӗсем лайӑхланса пыччӑр!

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                           Михаил Игнатьев

Уважаемые журналисты, работники и ветераны печати

и средств массовой информации Чувашии!

Поздравляю вас с Днем российской и Днем чувашской печати!

Вы ведете современную летопись Чувашской Республики, запечатлевая самые яркие и значимые события. Благодаря вашему таланту жители республики своевременно получают актуальную, объективную и достоверную информацию, которая позволяет ориентироваться в окружающем мире. Вы помогаете гражданам быть услышанными, поднимаете в своих материалах животрепещущие проблемы и добиваетесь их решения.

Ваша работа в конкурентной среде требует высокой ответственности, максимальной оперативности и высочайшего мастерства. Чувашская журналистика высоко держит планку качества, идет в ногу со временем, сохраняя приверженность лучшим профессиональным традициям.

2020-й год ознаменован 100-летием со дня образования Чувашской автономии. Уверен, вы внесете значимый вклад в продвижение позитивного образа народа Чувашии, популяризацию его исторического и культурного наследия, воспитание молодого поколения на основе наших сильных традиций и нравственных устоев.

Рассчитываю, что в интересах жителей нашей республики диалог органов власти и средств массовой информации будет оставаться таким же конструктивным.

От всей души желаю вам творческой самореализации, профессионального роста, интересных и востребованных жителями материалов, удачи во всех начинаниях! Здоровья, благополучия, больших тиражей и высоких рейтингов!

 

Глава Чувашской Республики                           Михаил Игнатьев



ОФИЦИАЛЬНЫЙ ПОРТАЛ ОРГАНОВ ВЛАСТИ ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ
13 января 2020
10:39
Поделиться